Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Анаткас Апаш

Культура

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фашистсене ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче те тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хальхинче вара апашсем Муркаш тӑрӑхӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче пулнӑ.

Хӑнасем пушӑ алӑпа пыман. Апашри халӑх театрӗ постановка илсе пынӑ. Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялне те ахальтен суйламан вӗсем. Унта Шупашкар районӗн хисеплӗ гражданинӗ В.И.Смородинов ҫуралса ӳснӗ.

Муркашсем Апашран килнӗ хӑнасен постановкине ӑшшӑн йышӑннӑ. Апашсем В.Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» спектакльне лартнӑ.

Анаткас Апаш ҫыннисем хӑнасене чылайччен алӑ ҫупнӑ, тав тунӑ. Муркашсем апашсене концертпа пыма шантарнӑ. Ҫапла майпа икӗ ял хушшинчи туслӑх кӗперӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленет.

 

Спорт Вера Соколова спортсменка
Вера Соколова спортсменка

Чӑваш Ен спортсменкине Вера Соколовӑна хисеплӗ ят панӑ. Халӗ Вера — РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Хушӑва ҫак кунсенче РФ спорт министрӗ Виталий Мутко алӑ пуснӑ.

Вера Соколова Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӑвӑрт утассипе шкулта вӗреннӗ чухнех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна Аверкий Васильев тренер вӗрентнӗ.

Вера Соколова Тӗнче тата Европа кубокӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Чылай вӑхӑт юниорсем хушшинче тӗнче рекордсменӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне Олимп хатӗрленӗвӗн В.Чегин ячӗллӗ центрӗнче туптать.

Халӗ Вера ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионатне хатӗрленет. Вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Швейцарири Цюрих хулинче пулӗ.

 

Вера Соколова
Вера Соколова

Португалири Барселона хулинче хальхи вӑхӑтра Европӑн ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ иртет. Паян ирхине хӑварт утас енӗпе хӗрарӑмсем ӑмӑртрӗҫ. 20 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула утса тухса пӗтӗм малти вырӑнсене пирӗн Раҫҫей хӗрӗсем йышӑнчӗҫ — вӗсен шутӗнче Вера Соколова та.

Пӗрремӗш вырӑна Ольга Каниськина тухрӗ, иккӗмӗшне — Анися Кирдяпкина. Вера Соколова вара виҫҫӗмеш утса тухрӗ. «Весь спорт» хыпар агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Вера юлашки самантра ҫеҫ испанпа нимӗҫ спортсменкисене иртсе кайма май тупнӑ. 20 ҫухрӑм утса тухма ӑна 1 сехет те 29 минут та 32 ҫеккунт кирлӗ пулнӑ (Олгӑран минут та 48 ҫеккунт каярах ҫитнӗ).

Хальхи вӑхӑтра Раҫҫей спортсменӗсем Барселонӑри чемпионатра пурӗ 5 ылттӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

 

Вера Соколова 1987 ҫулхи ҫертмен 8-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялта ҫуралнӑ. Чуманкасси вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫӑмӑл атлетикӑн тӗнче шайенчи спорт ӑсти. 2003 ҫулта тӗнче ӑмартӑвӗнче хӗрсен хушшинче 5 ҫухрӑм утса мала тухнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 16

1920
106
Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1935
91
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1945
81
Ильин Александр Моисеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1966
60
Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть